Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Чӑваш тӑлмачӗ» конкурсӑн йӗрки-шывӗ

1§. Тӗп тӗллевсем

«Чӑваш тӑлмачӗ» конкурса куҫару ӑсталӑхне туптас тата аталантарас, чӑваш чӗлхин хисепне ӳстерес, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗн калӑпӑшне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ.

2§. Конкурс йӗркелекенӗсем

А) Чӑваш халӑх сайчӗ ( http://chuvash.org )

3§. Конкурс хутшӑнаканӗсем

Конкурса пур ӳсӗмрисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс хутшӑнаканӗн шайне кӗме сахалтан та 50 пуплевӗш (предложени) куҫармалла (вӗсен калӑпӑшӗ пӗлтерӗшлӗ мар).

4§. Конкурс йӗрки

Конкурс 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать, ҫурлан 31-мӗшӗнче вӗҫленет.

Конкурс http://corpus.chv.su сайтра иртет. Хутшӑнма кӑмӑл тунисен ҫав сайтра регистрациленмелле, сайта кӗнӗ хыҫҫӑн пуплевӗшсене куҫармалла. Сайтра регистрациленнӗ чухне тӗрӗс электронлӑ адрес кӑтартмалла — ыйтусем сиксе тухсан конкурс йӗркелӳҫисем унпа усӑ курса ҫыхӑнма пултарӗҫ.

Конкурсра сайт администраторӗсем тӗрӗсленӗ пуплевӗшсем кӑна шута илӗнеҫҫӗ. Тӳрккес, тӗрӗс мар куҫарнӑ пуплевӗшсене администраторсем йышӑнмасӑр та пултараҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунисен йышне Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗн ятарлӑ страницинче кӑтартнӑ: http://corpus.chv.su/a/konkurs. Вӑл хӑйех, сайт администраторӗсем хутшӑнмасӑрах, йӗркеленсе пырать.

Конкурс йӗркелӳҫисем Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗн сайтӗнчи кӑлтӑксемшӗн, ӑна ҫӗнетнӗ-улӑштарнӑ чухне сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсемшӗн, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухнехи шутлав йӗркишӗн тата ытти кӑлтӑксемшӗн явап тытмаҫҫӗ.

5§. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртасси

Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑнӑн 7-мӗшӗччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ (Пӗрлӗх – Конкурссем). Вӗсене куҫарнӑ сӑмах йышӗ тӑрӑх палӑртаҫҫӗ. Енчен те сӑмах шучӗпе пӗрешкел пулсан, куҫарнӑ пуплевӗш сахалраххине мала кӑлараҫҫӗ.

Конкурс йӗркелӳҫисем малти виҫӗ вырӑна йышӑннисене ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗртеҫҫӗ.

6§. Ҫӗнтерӳҫӗсене чысласси

Мала тухнисене укҫан тата ытти парнесемпе хавхалантараҫҫӗ. Вӗсен калӑпӑшне конкурс йӗркелӳҫисем палӑртаҫҫӗ.

Парнесемпе 50 пуплевӗш е ытларах куҫарнисене ҫеҫ тивӗҫтереҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнакансене электронлӑ сертификатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ӑна илме 50 е ытларах пуплевӗш куҫармалла.

Чыслав йӗркине Чӑваш халӑх сайтӗнче тата Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗнче пӗлтереҫҫӗ.

7§. Ытти

Конкурс йӗрки-шывӗ вак-тӗвек енчен улшӑнма та пултарать. Хутшӑнакансем унӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче вырнаҫнӑ версийӗпе усӑ кураҫҫӗ.

Йытусем сиксе тухсан администраторсемпе ҫыхӑнма пулать: p-code@mail.ru е amartu@chuvash.org.


 
Категорисем: Конкурссем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-06-01 11:53:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2425 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем